Ытларикун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2012 ҫулхи ӗҫе пӗтӗмлетсе сесси иртӗ. Унта эпир сӑмахсарсен сайчӗ пирки каласа панисӗр пуҫне ҫӗнӗ сайтӑн хӑтлавне те ирттерӗпӗр — унпа паллаштарӑпӑр. Пӗтӗмлетӳллӗ сесси 9 сехетре пуҫланать. Чӑваш терминологийӗпе ӗҫлеме кӑмӑллакансене хӑтлава пыма йыхравлатпӑр.
Терминсен онлайн-канашлӑвӗ http://termin.chv.su адреспа вырнаҫнӑ. Эпир ӑна «Хавал» пӗрлешӳпе пӗрле ӑсталарӑмӑр. Тӗп страницӑра тӗрлӗ пайсен йышне курма пулать. Унтах эсир ҫӗнӗ куҫарусемпе, куҫарӑва кӗтекен терминсемпе паллашайратӑр. Кашни терминӑн уйрӑм страници пур: сӳтсе явма, куҫарусем сӗнме пулать. Сайт ӗҫӗпе кулленех паллашса тӑма кӑмӑл пур пулсан — сире валли сайтри ӗҫ сӑнавӗпе терминсен тулли йышӗн страницисем пур.
Терминсене хушма, куҫарусем сӗнме регистрациленнисем кӑна пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл бета-верси шайӗнче ӗҫлет. Шухӑшласа хунӑ хӑш-пӗр япалана ҫеҫ туманнине шута илсен унпа паян та туллин усӑ курма май пулнине пӗлтерес килет. Хальхи вӑхӑтра унта пурӗ 700 ытла термин, 420 ытла куҫару.
Паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.
Чи малтанах Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккуна культура министерствине пӑхӑнакан учрежденисене епле пурнӑҫа кӗртнине пӑхса тухрӗҫ. Докладшӑн яваплӑ Казакова Т.В. ӗҫсем мӗнле пыни пирки кӗскен каласа пачӗ: кӗнекесем туянни ҫинчен, халӑх ушкӑнӗсенчи ӗҫсем ҫинчен, фестивальсемпе юрӑ-ташӑ ӑмӑртӑвӗсем пирки. Ҫитменлӗхсем ҫинчен калаҫма пуҫласан вулашӑври кӗнеке куравӗсен ячӗсем вырӑсла пулнине асӑнчӗ. Пачах вырӑсла мар ӗнтӗ — кӑнтӑрти районсенче ку тӗлӗшӗнчен питӗ лайӑх — стендсен ячӗсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыраҫҫӗ, Шупашкара ҫывхарнӑ май вара ҫак йӑла япӑхланса пырать. Ҫакна асра тытса ӗнтӗ килес ҫул ятсене чӑвашла та вырӑсла та ҫыртарассипе акцентласа ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Докладӑн тулли тексчӗпе кунта паллашма пулать. Доклада сӳтсе явнӑ май ытти учрежденисене те чӗлхесен саккунне пурнӑҫлама ыйтмалли пирки, уйрӑмах ятсене чӑвашла ҫыртармалли пирки калаҫрӗҫ.
Эрнекун, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ — унта «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Чӑваш Рсепубликин саккунӗ епле пурнӑҫланса пынине сӳтсе явӗҫ (проекчӗпе кунта паллашма май пур), Культура министерсвин учреждени ячӗсен чӑвашла куҫарӑвне пӑхса тухӗҫ, кӑҫал «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш чӗлхин орфографийӗ тавра пичетленнӗ статьясене тишкерӗҫ.
Ку конкурса йӗркелӳҫӗсем чӑвашсен пӗрремӗш букварӗ пичетленсе тухнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта пур ӳсӗмри ҫын та хутшӑнма пултарать: шкул ачисем те, мӑннисем те. Ушкӑнпа ҫырнӑ ӗҫсене те йышӑнаҫҫӗ.
«Съешь же ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложенире вырӑс алфавичӗн мӗн-пур саспаллийӗ вырнаҫнӑ. Кам та кам чӑваш алфавитӗнчи мӗн-пур саспаллипе (37) усӑ курса чӑвашла предложени ҫырса парать, ҫавна пысӑк ПАРНЕ кӗтет.
1) Предложенире чӑваш алфавичӗн пур саспаллийӗ те пулмалла.
2) Камӑн илемлӗрех предложени пулать тата сас паллисен шучӗ чи сахалли (50-55 сас паллирен ытла мар!) — ҫав ҫӗнтерӳҫӗ пулать.
3) Предложенисене (Word 2007 форматпа ҫырнӑ) ҫирӗплетнӗ файлпа ҫак адреспа ярса памалла: Majkl67@mail.ru
Хӑвӑр ҫинчен пӗлтерме ан манӑр — хушамат, ят, ашшӗ ячӗ, миҫе ҫултине кӑтартӑр, ӑҫтан пулнине те туллин ҫырӑр. Хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефона кӑтартма ан манӑр.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗ — 2012 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр. Васкӑр!
Ыйтса пӗлмелли телефон — 8-927-860-72-05 Евгений Александрович Майков
Шупашкар районӗ, Кӑшавӑшри вӑтам шкул.
Паян кӑнтӑрла Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче чӑваш халӑхӗн хастар ушкӑнӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чечек хучӗҫ.
Ҫак акцие хутшӑннӑ ҫамрӑксемпе аслисем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ саккунне улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа — республикӑсенче наци чӗлхисене ирӗклӗ майпа вӗрентессипе — килӗшменнипе хирӗҫ сӑмах каларӗҫ.
Кӑнтӑрла тӗлне Ҫеҫпӗл Мишши кӳлепи умне 15 яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ чечексене палӑк умне хучӗҫ, сӑн ӳкерӗнчӗҫ.
Кунашкал акцисем ытти республикӑсенче те иртмелле.
Сӑнсем (17)

Ӗнер пирӗн республикӑра, Тутарстанра тата Пушкӑртра наци чӗлхисене хӳтӗлесе пикетсем иртрӗҫ. Тӑван чӗлхешӗн пӑшӑрханакансене урама РФ Патшалах Думи республикӑсенче кӑк халӑхсен чӗлхине вӗренме тивӗҫлинчен катертме шутлани кӑларнӑ.
Пысӑк йыш Пушкӑртстанра пухӑннӑ — унта пурӗ 80 яхӑн ҫын тухнӑ. «Обязательное изучение государственных языков не противоречит Конституции РФ», «За обязательное изучение государственных языков», «Теле юҡтың – иле юҡ!» (чӑв. Чӗлхе ҫукран — патшалӑх ҫук).
Хусанта 50-70 ҫын пухӑннӑ. Пуху вӗҫленнӗ май резолюци йышӑннӑ — ӑна Европа Канашӗ Парламент Ассамблеине (ПАСЕ) тата РФ Патшалӑх Думин председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ.
Шупашкарта пӗр ҫын пикечӗ пулнӑ — ӑна Правительство Ҫурчӗ умӗнче ирттернӗ.
Асаилтерме: кӑҫал юпан 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх думи вӗренӳ саккунӗн ҫӗнӗ проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Ӑна килӗшӳллӗн республикӑсенче пурӑнакансем наци чӗлхисене вӗренесрен ирӗк илме пултараҫҫӗ. Чӑваш, тутар тата пушкӑрт халӑхӗсем ку саккун республикӑсене вырӑслантарасран шикленеҫҫӗ.
Юпан 20‒21-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери 17-мӗш чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Раҫҫейпе Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата республикӑмӑрӑн вӗренӳ министерствисем, «Ӑнӑҫулӑх чӗлхи» ют чӗлхисен шкулӗ тата «Хавал» пӗрлешӳ пулӑшнипе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто ассоциацийӗ йӗркеленӗ.
Фестиваль хӑнисем шутӗнче Татьяна Борисовна Агранат (Мускав, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫлевҫи) Ирина Владимировна Самарина, (Мускав, Раҫҫейри ӑслӑлӑх академийӗн Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗн чӗлхе хутшӑнӑвӗсене тишкерекен центрӗн ӗҫлевҫи), Арцём Федоринчик, (Украина, Кейӳ, чӗлхеҫӗ), Михаил Хаминский (Мускав, чӗлхеҫӗ, Мускаври чӗлхе фестивалӗн йӗркелӳҫи), Реми Буасона (Франци, волонтерсен пӗтӗм тӗнчери программин ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнаканӗ, Language Exchange Club (Кейӳ) проект пуҫаруҫи), Полин Колен (Франци, волонтер) пулчӗҫ.
Пурӗ кӑҫал 40 яхӑн чӗлхепе паллаштарчӗҫ: авалхи вырӑс, авалхи грек, авалхи славян, азербайджан, акӑлчан чӗлхин Америка варианчӗ, араб, Балтика тӑрӑхӗнчи сайра усӑ куракан финн чӗлхисем (вод, ижор, лив, вепс, ингерманланд), белорус, вьетнам (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), галис, грузин, гэлао, испан, итальян, Калифорнири идейсен чӗлхи (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), каталон, китай, латин, нидерланд, нимӗҫ, руна, словак, таджик, турккӑ, тутар, украин, фанг, Финлянди саам чӗлхисем (пӗтӗмӗшле паллаштарчӗҫ), финн, хрантсус, чӑваш, эди (Папуа Ҫӗнӗ Гвиней), эсперанто, яппун чӗлхисемпе.
Мускаври чӑвашсене пӗлме!
Мускавра чӑваш чӗлхине вӗренмелли тӳлевсӗр курс ӗҫлеме пуҫлӗ — унта вӗренме 22 ҫула ҫитмен ҫамрӑксене йышӑнаҫҫӗ. Уроксем канмалли кунсенче иртӗҫ — центрта, Белорусская метро ҫывӑхӗнче.
Тӗплӗнрех пӗлмелли телефон: 8-915-383-68-35.
Паян, авӑнӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗн пӗрлӗхе йӗркеленнӗренпе 7 ҫул ҫитрӗ. Чи малтанах ҫак кун 2005 ҫулта Чӑваш халӑх канашлӑвӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Каярах вара Чӑваш халӑх сайчӗ, унӑн тӑванла сайчӗсем хушӑннӑ.
Пирӗн пӗрлӗх сайчӗ темиҫе пайран тӑрать: канашлу (чи пысӑк пай); информаци пайӗ (кунта тӗрлӗ текстсем вырнаҫнӑ); сайтҫӑсен пайӗ (ӑна усӑ курса ентешсем пӗр-пӗрне шыраса тупма пултараҫҫӗ); календарь (тӗрлӗ пулӑмсен ҫӑмхи); хыпарсем (вӗсем пирӗн порталта ытти пайсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ — календарьпе те, сайтри информаципе те); паллашу кӗтесӗ; электронлӑ вулавӑш (ӑна уйрӑм сайт теме те юрать); кун кӗнекисем (ку пайра кашни хӑй шухӑшне пӗлтерме пултарать). Унсӑр пуҫне сайт урлӑ ҫырусем ҫӳретме те май пур. Сайт тӑватӑ чӗлхеллӗ: чӑвашла (чи пысӑк уйрӑм), вырӑсла, акӑлчанла, эсперантолла.

Паян, ҫӑвӑн 15-мӗшӗнче, Вӗренӳ министерствинче Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Иванов Владимир Николаевич ертсе пычӗ.
Пурӗ комисси пайташӗсем 4 ыйту пӑхса тухрӗҫ: «Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтел панӑ сӗнӳсене ырласси; Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ячӗсен куҫарӑвне ҫирӗплетесси; чӑваш ҫыравҫисен псевдонимӗсене йӗркене кӗртесси; Комиссин 2012 ҫулхи 2-мӗш ларури ыйтӑвӗсене палӑртасси.
«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти» ҫавра сӗтелӗн сӗнӗвӗсенче ырӑ шухӑшсем нумай пулнине палӑртрӗҫ. «Хӑш-пӗрисем, паллах, укҫа-тенкӗ тупма май килменрен тата ытти сӑлтавсене пула сӗнӳ шайӗнчех юлӗҫ, теприсемпе вара ӗҫлеме тивӗ», — тесе пӗтӗмлетрӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин хисеплӗ ятсен куҫарӑвӗсемпе Атнер Петрович Хусанкай паллаштарчӗ. Тӑратнӑ списока 1-мӗш утӑмра пӑхса тухнӑ тесе ҫирӗплетрӗҫ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑрханӑ уйрӑм кӑлтӑксене тӳрлетнӗ хыҫҫӑн ӑна тепӗр ларура ҫирӗплетме йышӑнчӗҫ.
